Китай ҫыннисем Пӑрачкав районӗнче агропарк тата теплица комплексӗ тӑвасшӑн. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускавра кун пирки алӑ пуснӑ. Унта палӑртна тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнче 5 пин гектар ҫӗре «Чӑваш Ен-Сычуань» агропромышленноҫ комплексне парӗҫ.
Агропаркра выльӑх ӗрчетӗҫ, пахча ҫимӗҫ ӳстерӗҫ, ял хуҫалӑх продукцине туса кӑларӗҫ. Китай делегацийӗ Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче пулса курнӑ ӗнтӗ. Шӑпах ун чухне вӗсем пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Китай ҫыннисем ун чухне Пӑрачкав, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр районӗсенчи ҫӗрсене пӑхнӑ. Юлашкинчен Пӑрачкав районӗнчине суйланӑ.
Агропарк уҫӑлсан ӗҫ вырӑнӗсем пулӗҫ. Тата ҫӗрсем пушӑ выртмӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче старта пухӑнӗҫ. Унта велосипедпа ҫитмелле. Спортсменсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗ таран кайӗҫ.
Старта пирӗн ентеш, СССР летчик-космонавчӗ Андриян Николаев космоса ҫӗкленнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ӑна республикипех паллӑ тӑвӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчен тата Вӑрмар поселокӗнчен те старта тухӗҫ. Вӗсем Шуршӑл ҫывӑхӗнчи стела-ракета ҫывӑхӗнче 11 сехет ҫурӑра тӗл пулӗҫ, центра пурте пӗрле кӗрӗҫ.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерӗҫ. Унӑн сценарине хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ. Фильмра камсем вылясси те паллӑ.
Экономика аталанӑвне хӑвӑртлатмалли институт проекчӗпе пулса пыракан фильма ҫурла уйӑхӗн 7–15-мӗшӗсенче ӳкермелле. Паян ҫак ыйтупа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче канашлу иртнӗ.
Фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкерӗҫ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплӗ. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнӗҫ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Надежда Гладкова ҫитес эрнерен, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен, Сӗнтӗрвӗрри хула администрацине ертсе пыма тытӑнӗ. Пуҫлӑха кама лартассине хулари депутатсем ӗнерхи ларура пӑхса тухнӑ. Надежда Гладкова кандидатурине вӗсем пӗр шухӑшлӑн ырланӑ.
Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Надежда Гладкова биографине тишкерсен вӑл пур енлӗ пултарни сисӗнет: секретарь-машинистка та, кадрсен пайӗн инспекторӗ те, шкулти пионервожатӑй та, ҫӗр йӗркелӳҫӗ те, Шупашкар район администрацийӗнчи экономика пайӗн специалисчӗ те, инженер та, ял хуҫалӑх предприятийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ те. Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче 2016 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ, кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ.
Чӑваш Енри культурӑн паллӑ учрежденийӗсене кӑтартакан паллӑсене автомобиль ҫулӗсем хӗррине вырнаҫтарасси пирки унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Ҫак кунсенче ӑна СССР летчик-космонавтне Андриян Николаева халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта уҫӑ мемориал комплексне каякан паллӑна вырнаҫтарнӑ.
Ырӑ пулӑм. Туристсемшӗн меллӗ. Виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ: вырӑсла, чӑвашла, акӑлчанла. Республикӑн Культура министерствинче ун пек тума хӑйсем ыйтнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах тӑван чӗлхене юратакан филологсем маршрута кӑтартнинче йӑнӑш тупса та палӑртнӑ.
«Космонавтика музейӗ» тес вырӑнне «Космонавтика музейе» ҫырӑнса кайнӑ. Ку йӑнӑша яваплисем асӑрхаса тӳрлетӗҫ-ши — кӑна вӑхӑт кӑтартӗ. Эпир вара сӑнаса тӑрӑпӑр.
Сӗнтӗрвӑрринчи шкулта тӑххӑрмӗш класс вӗренсе пӗтернӗ Иван Александрова ҫӗршыв ертӳҫи хӑйӗнчен ирттерет тесе ырланӑ. Физика, хими тата литература предмечӗсене кӑмӑллакан яш ҫак кунсенче Сочири «Сириус» центрӗнче вӗренет. Унта вӑл центр ирттернӗ конкурс али витӗр тухса лекнӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасемпе ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тӗл пулнӑ.
Чӑваш Енри Иван Александров Президентпа калаҫнине Раҫҫейӗн чылай телеканалӗпе кӑтартрӗҫ. Касса илнӗ сыпӑкран ача Владимир Путин турник ҫинче миҫе хутчен туртӑннипе кӑсӑкланни палӑрчӗ. Анчах яш Владимир Путин ача чухне «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа патриот вӑййисене хутшӑннипе те интересленнӗ.
Турник ҫинче туртӑнни пирки калаҫнӑ чух Владимир Путин хальхи вӑхӑтра 15–17 хутчен тесе каланӑ. Иван 25 хут пултарать иккен. Ҫакна илтсен ҫӗршыв ертӳҫи ачана ырланӑ, Иван Президентран та ирттерет тесе мухтанӑ.
Владимир Путин шухӑшланӑ тӑрӑх, тепӗр ҫынна хисеплесен унӑн вӑйлӑ енне йышӑнма пӗлмелле.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче ачана хура ҫӗлен сӑхни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫулла пуҫланнӑранпа 11 ҫын шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ачасем.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне ҫичӗ ҫын — Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче пурӑнаканскерсем — пульницӑра сипленет. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача та, вӑл 12 ҫулта, пульницӑра выртать. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче асламӑшӗ патӗнче каннӑ чухне ҫӗлен сӑхнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ ҫӗленсен пӗр тӗсӗ ҫеҫ — хура ҫӗлен — анлӑ сарӑлнӑ. Ҫавӑнпа питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Александр Леонидович Борисов шапаша кайнӑ та киле таврӑнман. ЧР ШӖМӗ ӑна шырама тытӑннӑ.
36 ҫулти арҫын Мускава шапаша тухса кайнӑ та ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине кайнӑ чухне вӑл тӗттӗм кӑвак тӗслӗ куртка, ҫавӑн тӗслех джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле кустармалли хура сумка пулнӑ.
Александр Борисов 35 ҫулти пек курӑнать, 180 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ ҫутӑ кӑвак.
Александр Борисов ӑҫтине пӗлетӗр тӗк пӗр тӑхтамасӑр дежурнӑй чаҫе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-(83542) 2-10-02. Е 102 ҫавӑрттармалла.
Паян ҫанталӑк пӑсӑлассине сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ҫурҫӗр иртсен республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума тытӑннӑ. Шел те, асар-писер ҫанталӑк хӑш-пӗр тӑрӑхра шар кӑтартнӑ.
Ҫӗмӗрле хулине ытларах лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Муркаш районӗсенче те пӑтӑрмахсем пулнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче ҫӗрле ҫутӑ сӳннӗ, ҫуртсен 50 проценчӗ электричествӑсӑр юлнӑ. Ир енне чылайӑшне ҫутӑ панӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче аслатие пула харпӑр секторта электричество сӳннӗ. Ҫак сӑлтава пулах Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче ҫутӑ пӗтнӗ. Унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Муркаш районӗнче аслатие пула икӗ пушар тухнӑ: сарай ҫунса кайнӑ, тырӑ склачӗ сиенленнӗ.
Районсенче пулакан «Акатуй» ӗҫпе юрӑ, спорт уявӗ кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫав кун вӑл 15 районта уяв кӗрлӗ. Тепӗр кунне Елчӗкпе Патӑрьел районӗсенче иртӗ. Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче уявлӗҫ. Пӑрачкав районӗнче вӑл Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, иртӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Тихвин ярмӑрккипе пӗрле уявлӗҫ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланӑ. Сӑмах май. Уяв мероприятийӗсене паян Правительствӑн планеркинче тишкернӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ. Акатуйсемпе Сапантуйсене вӑл наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |